Уйăхлăх тĕлпулупа пуçланчĕ

  

Районта çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, спорта юратма тата вăл пирĕн сывлăхшăн  мĕн тери пысăк  пĕлтерĕшлĕ пулнине ăша хывма пулăшас тĕллевпе  «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăх старт илчĕ. Сăкăт шкулĕнче вăл тĕлпулуран пуçланчĕ. Актовăй залра районти полици, социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем 6-9 классенче вĕренекенсемпе туслă калаçу йеркелерĕç.

    Чи малтанах Н.А.Петрова инспектор ачасене «Полици тата ачасем» акци пуçланни пирки пĕлтерчĕ. Шкул çулĕнчи ачасем умне тухса тăма пултаракан хăрушлăхсем пирки каларĕ. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ интернет вăйăсене пула ачасем инкеке лекме пултарасси канăç памасть. Тĕрлĕ ултав серепине чи малтан, паллах ĕнтĕ, ача-пăча çакланать, мĕншĕн тесен усал ăслă чее çынсем çакна вăйă урлă тăваççĕ. Кулленхи пурнăçра та йĕркене пăсакансем хушшинче ачасем  пурри  шухăшлаттарать. Район администрацийĕн çул çитмен ачасене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ М.Ю.Кошкина , ачасемпе  çемьесене социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен центр заведующийĕ А.А.Дюкина, участковăй М.В.Кудряшов тухса калаçрĕç. Ачасене интереслентерекен ыйтусем питех нумай— вĕсем çине хуравларĕç. Тĕлпулăвăн усси пурах, мĕншĕн тесен хускатнă ыйтусем пурте кулленхи пурнăçпа çыхăннă. Ачасем те хăнасене ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Çакăн пек тĕлпулусем час-часрах иртсен  усси тата ытларах пулмалла.