Шашистсем ăмăртрĕç.

    

           Шашка вăййине выляма юратакансем Патăрьел районĕнчи Сăкă тшкулĕнче йышлă. «Шкулта шашистсен ăмăртăвĕ иртет» тенине вуласанах классенче командăсем йеркеленчĕç. Малтан пĕр-пĕринпе хăнăхмалла вылярĕç[К1] , кайран чăн-чăн ăмăрту пуçланчĕ. Тĕптÿре— Н.И. Тинюков (ОБЖ преподавателĕ ) вылякансене хавхалантарса, çĕнтерÿçĕсене çийĕнчех палăртса пычĕ. 5-8 классем хушшинче çĕнтерÿçĕ команда ятне 7 класс, 9-11 классен командисем хушшинче вара 11 класс йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта 8-тата 9 б классен командисем, виççĕмĕшсем — 6 тата 9а командисем.

Харпăр хăйшĕн вылякансем хушшинче вара çĕнтерÿçĕсем Тинюкова Вера, Кариков Денис(7 класс),  Гусарова Надежда (9бкласс), Кудряшов Артём (11класс) пулса тăчĕç. 2-мĕшсем— Сурков Николай (5 класс), Скрипкина Анастасия (8 класс), Елагина Виктория, Лепешкин Александр (11 классем). Егорова Ксения (8 класс), Муллин Владислав(7 кл)., Карукова  Диана тата Сурков Данил (9 б класс) шашистсем — виççĕмĕшсем.