Ăмăртăва Афганистанра пуç хунă выпускниксене халалланă

  

        Михаил Мтин, Николай Родионов, Евгений Трилинский. Вĕсем виççĕн. Вĕсенчен пĕрин çинченсăмах пуçласан, тепĕр иккĕшĕ пирки каламасăр ниепле те асăнмасăр иртме май çук. Каччăсен шăписем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Мĕн енчен пĕрешкел-ши вĕсем?  Виççĕшĕ те Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕреннĕ, тус-юлташпа пĕрле вылянă-кулнă, тăван тавралăха, тăван çĕре-шыва юратнă… Ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмант емелле. Анчах…  Пулнах çав çак виçĕ çамрăка ыттисенчен уйăраканни, пĕр тĕвве çыхаканни — в ă р ç ă вăл.

Афганистан вăрçи. Виççĕшĕ те шкул пĕтерсенех çар тивĕçне пурнăçлама салтака тухса кайнă,а нчах каялла тăван киле таврăнайман, Афганистан çĕрĕнче интернационала тивĕçе пурнăçланă чух паттăрсен вилĕмĕпев илнĕ.  Виçĕ каччăнп урнăçĕ çапла хунавлах хăрнă.

Паттăрсене сума суса, вĕсене асра тытса, шкулта ятарлă кĕтес те йĕркеленĕ. Сăн ÿкерчĕкĕсем юнашарах— яланах çап-çамрăк, яланах вунсаккăрта-вунтăххăрта…

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах нарăс уйăхĕнче паттăрсен ячĕпе çамрăк снайперсен ăмăртăвĕ иртет. Акă, çак кунсенче те шкулта винтовкăран тĕл перекенсем ăмăртрĕç. Ăна ОБЖ преподавателĕ Н.И.Тинюков ертсеп ычĕ. Паллă ĕнтĕ, ку мероприятие паттăр салтаксене— Михаил Мтина, Николай Родионова тата Евгений Трилинские халалланă.

Ăста снайпер ятне Виктория Елагинапа Александр Лепешкин (11 класрав ĕренеççĕ) çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшсем— Виктория Пахмулова тата Александр Тинюков (иккĕшĕ те 8 класран). Виççĕмĕшв ырăнта каллех саккăрмĕшсем— Татьяна Гусарова, Николай Чернов. Командăсем хушшинче саккăрмĕшсем малти вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшв ырăна 11 класс, виççĕмĕш  вырăна 10 класс йышăнчĕç.