«Чĕрем юрри — пин çын юрри» конкурс иртрĕ

 

     

      Çамрăк ăрăва гражданла тата патриотла воспитани парас, Тăван çĕршыва юратма вĕрентес ĕçе малалла аталантарас тĕллевпе нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче «Чĕрем юрри — пин çын юрри» ятпа юрăçсен конкурс иртрĕ.

      Сцена çинче 1-4, 5-8, 9-11 классенче вĕренекен артистсем  ушкăнпа та, пĕччен-иккĕн те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.  Уйрăмах пуçламăш классенче вĕренекенсем хăйсем суйласа илнĕ юрăсене килĕшÿллĕ выляса юрлама пултарни куракансене чунтанах савăнтарчĕ. 5, 7. 8 классем те тăрăшсах хатĕрленнĕ концерта. «Катюша», «Ты живи, моя Россия!», «На Мамаевом кургане» юрăсем залра ларакансене хумхантарчĕç. «Синий платочек» (9-а класс) «О той весне» (9-б класс), «Мы из будущего» (10 класс), « За тебя, Россия» (11 класс) юрăсем те Тăван çĕршыв шăпи, асатте-асаннесен вăрçă вăхăтĕнчи йывăр кун-çулĕ çинчен шухăшлаттарчĕç. «Чи маттуррисем» номинацире чи кĕçĕннисем— 1-мĕшсем палăрчĕç, 2-мĕшсем — «Чи пултаруллисем», 3-мĕшсем — «Сцена ăстисем», 4-мĕшсем— «Чăн-чăн артистсем» номинацисенче çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Вăтам классенче вĕренекенсем хушшинче 1-2 вырăнсене 5 тата 7 классем пайларĕç, 3 вырăна 8-мĕш класс йышанчĕ. Аслисем хушшинче 10 класс хĕрĕсемпе каччисем мала тухрĕç, 2 вырăнта — 11 класс, 3вырăнта— 9а класс.                                                                                                                                                                                          

     Район шайĕнчи ăмăртура шкул чысне хÿтĕлекенĕ 7 класс хĕрĕ Лилиана Чернова пулĕ. Ăнăçу сунар çиччĕмĕшсене!