Пурне те старта тăма чĕнчĕ "РАÇÇЕЙ ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ—17"

 
  Çанталăкĕ спортсменсем майлах пулчĕ— ăшă, лăпкă хĕл кунĕ. Хĕвел те ыйхăллă куçĕпе, кăштахлăха кăна пулин те, йăлтăр кулса пăхса илчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн стадионĕ кĕске хушăрах йĕлтĕрçĕсемпе тулса та тăчĕ. Старта чи малтан "Çăл куç" ача садне çÿрекен Мария Падусева тăчĕ. Ун хыççăн шкул ачисем йĕлтĕр йĕрĕ çине ÿкрĕç. Пĕрин хыççăн тепри палăртнă дистанцисене шуса мар, вĕçсе тенĕ пек тухрĕç. Кăçал хĕл юрлă, юрĕ кăпăшка, çул айккинчи кĕрт ăшне чăмма та темех мар иккен. Кĕçĕн çулхи йĕлтĕрçĕсем хушшинче ун пеккисем те курăнкаларĕç. Ку, паллах, хаваслăх кăна кÿчĕ. "РАÇÇЕЙ ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ—17" акцие пурĕ 127 спортсмен хутшăнчĕ.
      Сăкăт ял тăрăхĕн грамотине тивĕçнисем çаксем пулчĕç:
ача сачĕн воспитанникĕ—
Падусева Мария
  1-2 классенче вĕренекенсем—
Тинюкова Яна, Лаврентьева Вероника, Чернова Мария,
Осипов Вадим, Еливанов Михаил, Кудряшов Арсений.
3-4 классенче вĕренекенсем—
Таютова Эдита, Анюрова Анна, Иванова Снежанна,
 Прокопьев Артем, Пыркин Вадим, Скрипкин Вадим.
5-7 классенче вĕренекенсем—
Анюрова Мария, Чумакова Валерия, Хитрова Дарья,
Шапкин Владимир, Арланов Антон, Правитель Александр.
8-9 классенче вĕренекенсем—
Кузнецова Анна, Волков Никита, Анюров Владимир,
Кушников Андрей.
10-11 классем хушшинче
Кушников Александр, Чиркин Анатолий, Кудряшов Артем.                        
  Вĕрентекенсемпе воспитательсем — Екатерина Хитрова, Надежда Лукьянова.