Хаçатсенче—юрату, савăнăç…

   

«Атте-анне—хĕвел ăшши», «Атте-анне—кил ăшши», «Тавах сире, атте-анне!», «Чи хакли», «2017—Аттесемпе Аннесен çулталăкĕ», «2017», «Ытарайми» —çакăн пек илемлĕ ятсемпе пĕрин хыççăн тепри тухса вырнаçрĕç хаçатсем Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнс тени çине, кану кĕтесне илемлетрĕç. Аттепе анне  пирĕншĕн — чи хаклă, чи çывăх çынсем. Вĕсемсĕр кил те ăшă мар, хырăм та тутă мар, çипуç та питĕ мар…Аттепе аннесĕр пурнăç илемлĕ мар. Вĕсем— пирĕн телей, пирĕн тĕрев. Çакна кашни шкул ачиех лайăх ăнланать. Хаçатсенче те, паллă ĕнтĕ, йăлтах аннепе атте çинчен — сăвви те, калавĕ те, тупмалли юмахĕ те, пуçватмăшĕ те… Хаçатсенче—юрату, савăнăç, хаваслăх, ырă кăмăл…

Атте-анне çумра пулсассăн-

Телейлĕ тетпĕр хамăра.

Телей вăл савăнăç, хаваслăх,

Çывăх çынсем тăрсан умра.

 

Анне пулсан – хĕвел питре,

Атте пулсан – кун-çул хитре.

Çемье пулсан – телей питре,

Юрлать-çке вĕçĕмсĕр чĕре!

2017 çула Чăваш Республикинче атте-аннене халалланă. Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те ку çулталăка хаваспах йышăнчĕç. Чун-чĕр еăшшипе кун курнă стена хаçачĕсем пурне те килĕшрĕç.