Сăвă вулакансен конкурсĕ— Петĕр Хусанкай ячĕпе

Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?
Аякра-ши, çывăх-ши?
Аякра та, çывăх та,
Каласа парам, тăхта!
 
         Ку сăвă йĕркисем ПетĕрХусанкай чăваш халăх поэчĕ шăрçаланă "Тăван çĕршыв" поэмăран. Халăх поэчĕ текен сумлă та хисеплĕ ята, паллах, ахаль памаççĕ. Поэтăмăрăн кашни сăвви, кашни сăмахĕ асамлă хăватпа янăранăн туйăнать, чуна хускатать, чĕре варрине кĕрсе вырнаçать те яланлăхах тăрса юлать.Тăван халăха, Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме, вĕсен ятне çÿлте тытма хистет.
Чăн чăваш чунлă аслă поэтăмăр 11о çул тултарать. Унăн пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче сăвă вулакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 2-4, 7 классенче вĕренекенсем хутшăнма кăмăл турĕç. Н.Кудряшова, В.Ильина, Г.Муллина, А.Чернова вĕрентекенсем ачасен пултарулăхне хакларĕç, республикăра иртекен сăвă вулакансен конкурсне хутшăнма тивĕçлисене суйларĕç. Анастасия Кузнецовăпа Мария Анюрова (7 класс), Снежана Ивановăпа Ксения Хмелева(4 класс), Софья Муллинапа Вероника Лаврентьева (2 класс), Валерия Селиванова (3 класс) сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç.