Асра юлĕ тĕлпулу концерчĕ

   

      Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕн культура çуртĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ.            Аттесемпе Аннесен çулталăкне уçнă май Сăкăт шкулĕ кунта тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă выпускниксемпе тĕлпулу каçне ирттерчĕ.

     Уяв вĕрентекенсен хорĕ Сăкăт гимнне шăрантарнипе пуçланчĕ. Шăнкăр шăнкăрав та уява уçма вăхăт çитнине систерсе сăпайлăн сасă пачĕ.

    А.В.Падусев директор шкулăн юлашки çулĕсенчи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Пурте пĕрле Чăваш Республикин пуçлăхĕн— М.Игнатьевăн стипендине тивĕçнĕ вĕренекенсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Ун хыççăн чăн-чăн пысăк концерт пуçланчĕ. Ташă кружокне çÿрекен пĕчĕккисем, кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем хаваслă кĕвĕ майăн сцена çине çăлтăрсем сапаланса кайнă пек вĕлтĕртетсе тухсан пысăк зал савăнăçпа тулсах ларчĕ. Капăр тумлă çамрăк артистсен ташши пурне те тыткăнларĕ. Шкул ачисем хушшинче сăвă-юрă ăстисем те чылай. Пурте хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнларĕç. Ачасемпе пĕрлех вĕрентекенсем те уяв концертне пысăк хаваслăхпа хутшăнчĕç, сцена çине çĕнĕ юрăсемпе , çĕнĕ ташăпа тухса хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.

    Уяв каçĕ шкул юррисемпе вĕçленчĕ. Тĕлпулу концерчĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.

    ФОТОАЛЬБОМ