Ашшĕ-амăшĕсен пĕрлехи пухăвĕ иртр

 

 Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Căкăт шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче яланхи пекех тĕрлĕ ыйту. Вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш çур çулĕнчи пĕтĕмлетÿсем, шкул тата çемье воспитанийĕн уйрăмлăхĕсем тĕп вырăнта пулчĕç.
     Пухăва шкул директорĕ А.В.Падусев ертсе пычĕ, кулленхи ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.  Директор çумĕ А.П.Тинюкова вĕренÿри кăтартусемпе паллаштарчĕ. Зала пуçтарăннисем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе тухса калаçрĕç.
    Экзамен ыйтăвĕ ачасемшĕн кăна мар, атте-аннешĕн те çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çавна май кăçал шкултан вĕренсе тухакан ачасен ашшĕ-амăшĕпе уйрăм калаçу та пулчĕ.