Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн пиллĕкмĕш класĕнче черетлĕ класс сехечĕ иртрĕ. Чăн-чăн туслăхпа суя туслăх çинчен калаçрĕç вĕрентекенпе вĕренекенсем.
Н.Ф.Лукьянова класс ертÿçи ыйтусем пама пуçласанах ачасем тавçăрса илчĕç – паянхи калаçу туслăх çинчен.
Мĕн вăл туслăх? Чăн-чăн туслăхпа суя туслăха пĕр -пĕринчен мĕнле уйăрса илмелле?
Çак ыйтусем интереслентерчĕç пиллĕкмĕшсене. Ку ыйтусене татса пама вĕрентекен кулленхи пурнăçран илнĕ тĕслĕхсем те питĕ вырăнлă пулчĕç. Ачасен шухăшĕсем те кăсăк . Пĕри каланине теприсем тимлĕн итлерĕç, кашни ыйту валлиех хуравĕ та тупăнсах пычĕ.
Туслăх вăл - пĕр-пĕрне шанса çыхăну тытни. Чăн-чăн тусăн шанчăклă пулмалла, юлташа нихăçан та сутмалла мар, йывăрлăх сиксе тухсан хăраса каялла чакмалла мар, юлташа пĕччен пăрахса хăвармалла мар. Туслăх вăл - вăрçмасăр, ятлаçмасăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни. Чăн-чăн тусăн çынна ăнланма, йăпатма пĕлмелле. Çын тĕрĕс мар ĕç тусан унран кулмалла мар, йăнăшне ăнлантарма тăрăшмалла. Йывăр вăхăтра, чăнах та, пулăшма хатĕр пулмалла.
Надежда Фёдоровна ТУСЛĂХа тĕрлĕ лару-тăрупа çыхăнтарчĕ, вĕренекенсем вара вĕсенчен хăшĕ чăн-чăн тата хăшĕ суя иккенне уйăрма хапăлах пулчĕç.
Класс сехетне пурте пĕр шухăшлă пулса ваттисен сăмахĕсемпе пĕтĕмлетрĕç. Кайăк çуначĕсемпе вăйлă, çын – туслăхпа. Юлташсăр пурнăç çук. Туссăр çын тымарсăр йывăç пекех. Чăн-чăн туслăхăн хакĕ çук.