Стена хаçачĕсем пурте чăвашла тухрĕç

     

Çĕнĕ Çул уявне ачасем çеç-и, аслисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак Çĕнĕ уява пурин те çĕнĕлĕхпе, илемлĕхпе, асамлăхпа çыхăнтара скилет.  Кăмăл савăк пултăр, çитес çулта телей те ăнăçу çеç хуçалантăр.  Йăлтах хамăр мĕнле тăрăшнинчен килет-çке!

Сăкă тшкулĕнче кашни пысăк уяв тĕлнех стена хаçачĕсем кăларасси йăлана кĕнĕ. Хаçатсем парадри евĕр йĕркипе туха-туха вырнаçсан куç тÿрех вĕсем çине ÿкет, ура та çавăнталлах утать. Ачасем пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллашаççĕ, танлаштараççĕ, хаклаççĕ…Вĕрентекенсен те пырса вуласа хак памасăр чунч ăтмасть.

Хаçачĕсем вырăсла та, чăвашла та, тутарла-акăлчанла та— хутăш тухатчĕç-ха. Хальхинче вара çĕнĕ шухăш-сĕнÿ çуралчĕ те, пурте хапăлах пулчĕç: Çĕнĕ Çул хаçачĕсене пурсăмăр та пĕрешкел калăпăшпа чăвашла кăларас! Каланă—тунă. Чип-чипер вăйă карти пулса тăчĕ-çке! Пĕринчен тепри илĕртÿллĕрех, пуянрах! Хĕлли те хамăра кура ăшăрах пек, Хĕл мучи те унчченхинчен савăкрах–тăр,  Юр пики те çепĕçрех. Эх! Хаçатçăсем тăрăшнă: сăрри-кăранташне шеллемен, Автан туса капăр тум тăхăнтартма ÿркенмен! Çĕнĕ Çул сăввисем кашни хаçатрах, пуçватмăшĕ, ребусĕ, салам çырăвĕ, калавĕ… Чăн-чăн асамлăх тĕнчи!

    ФОТОАЛЬБОМ