Хĕл Мучи патне янă çырусем

 
 
    
               Сăкăт шкулĕнче вĕренекен хĕр ачасемпе арçын ачасем Чăрăш çумĕнче ларакан пĕчĕкскер арчана курсан тÿрех Хĕл Мучие аса илеççĕ, мĕншĕн тесен Çĕнĕ Çулта çак асамлă арчари çырусене мучи пурне те уçса вулама тăрăшать, ырă ĕмĕтлĕ ачасен ыйтăвĕсене пурнăçланма пулăшать. Ара, унăн туйи асамлă-çке, вăл пĕрре çеç сулать, ĕмĕтленни Чăрăш айне çитсе те выртать. Çавăнпах ĕнтĕ ачасем çырăвĕсене тăрăшсах çыраççĕ.
Хĕл Мучине мăнукĕ Юр пике те пулăшать.
               Кăçал та , акă, вĕсем çырусемпе тĕплĕн паллашрĕç.1 класра вĕренекен М.Черновапа Я.Тинюкована , 2 класри Д.Силюковапа Э.Муллинана, 3 класри Э.Таютовапа Е. Ершована, А.Демидовпа В.Селиванована, 4 класри В.Кузнецована, 5 класри К.Елагинпа Е.Муллинана тата Е.Тестована, 6 класри Е.Мердинана, 7 класри М.Анюровапа Д.Хитрова пуян содержаниллĕ çырусемшĕн кĕнекесем те парнелерĕç.