Сăкăт шкулĕ маттурсене саламлать

 

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулне Çĕнĕ 2017 çул савăнăçлă хыпарпа килсе çитрĕ. Кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе хавхалантарма хушу алă пуснă. Кун пирки вăл Министрсен Кабинечĕн пĕрремĕш ларăвĕнче пĕлтернĕ. Ятарлă стипендие республикипе 994 çамрăк тивĕçнĕ. Михаил Васильевич çак стипенди вĕсене тарăн пĕлÿ илме, ăслăлăхра, пултарулăхра çитĕнÿсем тума хавхалантарасса шансах тăрать, çамрăксене аталанма майсем туса парассине тĕп тĕллев вырăннех хурать.

Çак пине яхăн çамрăк хушшинче пирĕн Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсен ячĕсем те пурри питĕ савăнтарать. Вĕсем: Анюрова Алина Петровна, Елагина Анастасия Петровна (10 класс), Елагина Виктория Дмитриевна, Чиркин Анатолий Владимирович, Якупов Ильяс Дамирович (11 класс). Аслă классенче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем пиллĕкĕшĕ те мал ĕмĕтлĕ, вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те, спортра та пултаруллă, хастар.

Тăван шкул вĕсене саламлать, çак чыса тивĕçнĕ çамрăксем малашне те çаплах пуçаруллă та маттур, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пуласса шанать, вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те татах та çитĕнÿсем тума ăнăçу сунать.