Хĕллехи вăрманта экскурсире пултăмăр

 

 Хĕллехи вăрманта экскурсире пултăмăр

    

     Хĕллехи каникул кунĕсене Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн пиллĕкмĕш класĕнче вĕренекенсем хаваслă та усăллă ирттерме шутларĕç. Чăнах та, интереслĕ канма никам та чăрмантармасть-çке пире!

     Кăçал хĕлле ытти çулсенчи пек мар, юрлă тата сивви те аванах. Хĕвелĕ те хушăран ялтăрах пăхса илет, çилĕ те ытлашши сивех мар, пит-куçа çатăрах чĕпĕтмест темелле.     Çакăн пек хĕл кунĕнче ялан пÿртре пăчăхса ларас килмест пирĕн. Шутларăмăр та, класпа пĕрле йĕлтĕр сырса вăрмана кайса килес терĕмĕр. Каникул тесе кăнтăрлачченех çывăрса выртмалла-и? Çук, пиллĕкмĕшсем ун йышшисем мар. Иртерех тăрса кайсан вăрманпа киленме те вăхăт ытларах пулĕ терĕмĕр. Кутамккасене те çавăнпах каçах хатĕрлесе хунă, ăшăрах тум-тир тăхăнса йĕлтĕре сырмалла та…

     Вăрман пирĕн ялтан инçех те мар пулин те, хĕллехи вăхăтра кунта çынсем пит курăнсах каймасçĕ. Йĕлтĕр çĕнĕ юр çийĕн çăмăллăн шăвать. Унталла-кунталла пăхкаласа пĕрин-хыççăн тепри малалла куçатпăр, пысăках мар уçланка пырса кĕретпĕр.

     Тĕлĕнтермĕш! Вăрман епле илемлĕ! Юмахри пек асамлăх тĕнчи! Çĕр питне такамăн ĕçчен те тăрăшуллă алли  шап-шурă çиттипе витнĕ. Йывăçсене те тумлантарма манса кайман, йăрăс чăрăшсен лăс турачĕсем çинчи кăпăшка юр уйрамах куçа илĕртет. Йĕри-тавралла сăнатпăр— сукмак мар, пĕр йĕр те курăнмасть. Ку вырăнсенче нихăçан та, никам та пулман пекех. Эпир туясем çине тайăнса, çак ыйха путнă асамлăх тĕнчине вăратасран шикленнĕ пек, пĕр хушă шăп тăтăмăр. Унтан татах малалла вĕçтертĕмĕр. Йĕлтĕр айне пулса пусарăннă юр нăтăртатни кăна çакăнти тĕлĕнтермĕш шăплăха хускатать пек. Шурă шупăр уртнă ыйхăллă йывăçсем, тĕмсем çав-çавах шăп-шăпăрт.

    Акă таçтан пĕр ула курак тупăнчĕ, маларах вĕçсе иртсе çамрăк хыр турачĕ çинчи юра аялалла вĕçтерчĕ. Çÿлтен çăмăл парашютистсем вĕçсе аннăн туйăнса кайрĕ. Ула çунат çак самантрах таçта çухалчĕ. Татах тавралăх шăп пулчĕ. Эпир хуллен калаçкаласа малалла ыткăнтăмăр. Хырсемпе чăрăшсенчен иртрĕмĕр те, лутрарах пÿллĕ тĕмсем патне пырса тухрăмăр.

      Кунта та пире валли тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Туратсем çинче шăнса шăрçаланнă пилеш çырлисем! Татса илетĕн те чĕлхе çине хуратăн— туххăмрах ирĕлсе çемçелет, йÿçенкĕ тутă парнелет.

      Акă тата! Кунтан инçех те мар пăрр! сасă илтĕнсе кайрĕ. Хĕрлĕ пĕсехеллĕ кайăк иккен!                                                                                     —Уйăп ĕнтĕ эсĕ. Паллатпăр эпир сана! Пирĕн пекех эсĕ те çырла юрататăн-и?

Таçта вĕçсе çухалчĕ пĕчĕк çăмăлкка. Пирĕн таврари хĕл ку пĕчĕк кайăкшăн сивĕ мар иккен. Сивĕ пулсан вăл кунта курăнмĕччĕ. Эпир вара ку таврара хĕл каçакан кайăксем çинчен калаçнă май пĕр-пĕрин йĕрне йĕрлесе малалла сирпĕттертĕмĕр.

     Класс ертÿçипе пĕрле (Надежда Фёдоровна Лукьянова вăрмана питĕ кăмăллать)  хĕллехи  вăрманта çÿреме питех те интереслĕ-çке. Мĕн кăна пĕлмерĕмĕр, мĕн кăна курмарăмăр! Каç сĕмĕ çапичченех çÿрерĕмĕр пулин те, хамăрăн вĕрентекен умĕнче пиртен пĕри те ывăнни пирки сăмах хускатмарĕ. Киле çитсен, сĕтел хушшине чей ĕçме ларсан, килтисене вăрманти çул çÿрев çинчен çĕкленÿллĕ кăмăлпа кала-кала патăмăр.

     Пушă вăхăт тупса, йĕлтĕр сырса вăрмана татах та каяс кăмăл пур пиллĕкмĕшсен. Вăрман вăл—тем хулăнăш энциклопеди. Унта мĕн чухлĕ вăрттăнлăх, мĕн чухлĕ асамлăх! Пĕлмелли, курмалли, вĕренмелли пайтах.  

   ФОТОАЛЬБОМ