«Сывлăх патне пилĕк утăм»

 

  

       Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн  4 класĕнче паян уçă класс сехечĕ иртрĕ. Малтанах Г.И.Муллина класс ертÿçи ачасене кăсăклантармалли ыйтусем пачĕ. Вĕсен тупсăмĕсем тăрăх пурте пĕрле темăна тупса палăртрĕç — «Сывлăх патне пилĕк утăм». Ун хыççăн тăваттăмĕшсем икĕ командăна пайланса ăмăрту ирттерчĕç.
Хĕр ачасемпе арçын ачасем сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă конкурссене хаваспах хутшăнчĕç, хăйсен тавçăрулăхне, пултарулăхне, пĕлĕвне кăтартрĕç. «Хамăр сывлăха упрама пĕлетпĕр-и-ха эпир? — тĕп ыйту çакă пулчĕ.
 Жюри пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх икĕ команда та маттур пулни палăрчĕ. Класс сехечĕ пурне те килĕшрĕ.