«Тантăш» пулчĕ хăнара

Чÿк уйăхĕн 15-мĕш кунĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче «Тантăш» хăнара пулчĕ. Тĕрĕсрех каласан, республикăра тухса тăракан чăваш ачисен хаçачĕн корреспонденчĕ Лариса Петрова пирĕн шкула çитсе курчĕ.

     Лариса Николаевна вĕренекенсемпе тĕл пулса паян чăвашла тухса тăракан хаçат-журналăн кулленхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ. «Тантăш» хаçатпа «Тетте» журналăн юлашки номерĕсене ачасем хăнапа пĕрле тишкерчĕç те. «Кам нумай вулать, çав нумай пĕлет» тенине журналист тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Литературăна юратакан ачасемпе, сăвă-калав çырма кăмăллакансемпе уйрăммăн тĕл пулса та калаçрĕ корреспондент. Юлашкинчен «Теттепе» «Тантăшăн» юлашки номерĕсене шкула парнелесе хăварчĕ.

  Пытарма кирлĕ мар— хаçат-журнал çырăнса илекенсен шучĕ чакса пырать. «Тантăш» хаçатсăр кил-йышра кичем, «Тетте» журналсăр тунсăх та салху… Вĕсене çырăнса парсан, ачасемшĕн çав тери усăллă пулнă пулĕччĕ. Тăван чĕлхене юратассин, атте-анне чĕлхине хисепе хурассин шайĕ те çÿлелле хăпарĕччĕ.

 

  ФОТОАЛЬБОМ