Пикесен уявĕ иртрĕ

  

     Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче  Сăкăтри культура çуртĕнче   маттур хĕрсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.  

     Пикесем 6 конкурсра тупăшрĕç. Малтанах хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Юрă-ташă конкурсĕнче хăйсен пултарулăхне, сăпайлăхĕпе илĕртÿлĕхне кăтартрĕç. «Асанне арчи» конкурс та кăсăклă пулчĕ. Арчаран тухья, хушпу, тевет, чÿлмек сике-сике тухрĕç. Вĕсем çинчен каласа пани хĕрсем тăван ен культурине лайăх пĕлнине, унпа интересленнине кăтартса пачĕ. Хăйсен аллипе хатĕрленĕ чăваш халăх апат-çимĕçĕпе те тĕлĕнтерчĕç хĕр  ачасем. Хуплу, пÿремĕч, кукăль, хĕвел питлĕ çăкăр куракансен хырăмĕсене выçтарсах ячĕç

    Жюри пикесен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне-ăсталăхне, çаврăнăçулăхне-тавçăрулăхне, шалти кăмăл-туйăмне хакларĕ. «Маттур пике» ята Женя Мердина йышăнчĕ. «Тавçăруллă пике» ята Лилиана Чернова тивĕçрĕ. «Пултаруллă пике» номинацире Настя Миронова, «Сăпайлă пике» номинацире Даша Хитрова палăрчĕç,

   Культура çуртĕнче ĕçлекенсем те, вĕрентекенсем те,  куракансем те хĕр  ачасене  саламларĕç, ăнăçу, сывлăх, телей , çитĕнÿсем сунчĕç. Çакăн пек уяв каçĕнче кăмăлтан канма май туса панăшăн  тав турĕç.