«Асăрханăр: çÿхе пăр улталать!»

 

 

Кĕрхи çанталăка кĕске ăслă тенĕ пирĕн ваттисем. Чÿк уйăхĕ пиркиех каланăн туйăнать. Çанталăкĕ йĕпе-сапаллă, юрлă-çумăрлă. Хĕлле пулчĕ тесе кĕрĕксене те хускатрăмăр, анчах, курăсăнурамра çумăр чашлаттарать. 

Çакăн пек çанталăккĕçĕн çулхи ачасемшĕн хăрушăрах, мĕншĕн  тесен кÿлĕсемпе пĕвесем çийĕнчи çÿхе пăр, куçкĕски пек йăлтăрккаскер, таçтанах çуталса выртаканскер, ытларах вĕсене илĕртет  те. 

Инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесе кĕçĕн классенче вĕрентекенсем ачасемпе хăрушсăрлăх правилисене аса илчĕç, «Асăрханăр:  çÿхе пăр улталатьтемăпа калаçусем ирттерчĕç. 

Аслăрах классенче вĕренекенсен те, ашшĕ-амăшĕн те тимлĕ пулмалла, кĕçĕннисене сăнасах тăмалла, асăрхаттармалла.