«Эрех-сăра, пирус тата наркотик сиенĕ çинчен»

      

Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем «Эрех-сăра, пирус тата наркотик сиенĕ çинчен» фильмпа паллашрĕç.

     Эрех-сăра, пирус тата наркотик  этемлĕхшĕн мĕн таранччен хăрушă пĕлтерĕшлĕ. Çак усал вăйсем çынсене, пире, мĕн чухлĕ сиен кÿреççĕ! Кам шухăшласа тупнă çак хăрушă машинăна? Мĕншĕн вăл чи малтан çамрăксене тĕллет? Çамрăксем— пуласлăх. Пуласлăх хăрушлăхра. Çав хăрушă машина пире çăтса ян ятăр тесен, пирĕн сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, лайăхпа начара уйăрма вĕренмелле, хамăра пысăк инкекрен сыхлама-упрама тăрăшмалла.