"Эпир интернет хăрушсăрлăхĕшĕн!"

 

 Интернет... Чăнласах та тĕлĕнмелле вăхăтра пурăнатпăр эпир. Сĕтел хушшинче ларсах е диван çинче канса выртнă хушăрах уçлăх урлă тĕнчепе çыхăнма, тем те пĕр пĕлме, таçта çитсе килме, такампа та паллашма пултаратпăр... Çын пурнăçне мĕн чухлĕ çăмăллатать иккен ИНТЕРНЕТ тени— каласа та пĕтерес çук! Халĕ ĕнтĕ вăл кашни килтех пур. Унсăр хамăр пурнăçа куç умне кăларма та май çук пулĕ. 

     Чăнах та, çыхăнсах ларнă çав эпир ун çумне. Пушă вăхăт пулсанах е ĕç пăрахсах компьютер умне васкатпăр. Кĕçĕн çулхи ачасем те аслисенчен нумайрах пĕлеççĕ ку енĕпе. Вĕсене вара чылай чухне ИНТЕРНЕТРАН ниепле те хăпăтаймăн.  

      Интернет уçлăхĕнчи ачасен хăрушлăхсăр ыйтăвĕ вара паян питĕ çивĕч тăрать, мĕншĕн тесен ку çĕнĕлĕх ыррипе кăна мар, усаллипе те тачă çыхăннă иккен. Темĕнле инкек патне те илсе çитерме, темĕнле шар та кăтартма пултарать иккен ИНТЕРНЕТ. 

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекен волонтĕрсем "Эпир интернет хăрушсăрлăхĕшĕн!" акцие хутшăнса бюллетеньсем хатĕрлерĕç. Интернет шкул ачишĕн те, çитĕннисемшĕн те мĕн тери хăрушă пулма пултарнине , ултавпа суя инкек серепине çакланасран мĕнле сыхланма пулнине тĕпе хучĕç. 

  

    ФОТОАЛЬБОМ