Аван иртрĕ "Кино каçĕ"

 

Патăрьел районĕнчи  Сăкăт ялĕн  культура çуртĕнче "Кино каçĕ" иртрĕ. Çăл куç" ача садне çÿрекенсем, Сăкăт шкулĕн вĕренекенĕсем çак  каçа хутшăнма хапăлах пулчĕç.

Кино уявне йĕркелесе ирттерекенсем культура çурчĕн директорĕ Анатолий Калькин, библиотекарь Олеся Чернова пулчĕç.  Кино çулталăкне халалласа библиотекăра " Кенеке тата кино " курав та йĕркеленĕ. Кунтах тата  тĕрлĕ çулсенчи  киносемпе паллашма, вуласа пĕлме те пулать. Кино кун-çулĕпе интересленекенсем валли те материал нумай. 

     Кино ÿнерĕн воспитани пĕлтерĕшĕ те çав тери пысăк. Ырăпа усала , тĕрĕслĕхпе ултава пĕр-пĕринчен уйăрма , пурнăç кукăр-макăрĕсене ăнланма — пурăнма вĕрентеççĕ пире илемлĕ фильмсем. Хамăрăн çĕр-шывăн историне те, асатте-асаннесен иртнĕ йывăр шăпине те лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ.

Пĕчĕккисем валли экран çине мультфильмри, юмахри геройсем тухрĕç. Ушкăнпа  чухне вĕсене пăхма тата интереслĕрех иккен. Сăкăт шкулĕн 7 класĕнче  вĕренекенсем  вара кино курма кăмăллаççĕ. Вĕсем "  Девушка с характером  " кинори геройсемпе туслашрĕç .  Аван иртрĕ "Кино каçĕ" .