Кĕркуннене савса та юратса...

  

     Тĕлĕнтермĕш Çут çанталăк! Çулталăкăн кашни вăхăтне хăйне евĕр илем кÿрет, расна тĕспе-тумпа капăрлатать. Кĕркуннен çи-пуçне сăнламашкăн сăмах та, акварель тĕсĕ те çитес çук-тăр.

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем, акă, Ылтăн Кĕркуннене халалласа стена хаçачĕсем кăларчĕç.

     Хаçатсен конкурсĕ "Кĕркуннене савса та юратса..." ятпа иртрĕ. Чăнахах та, редколлегисем çине тăрсах, тăрăшсах ĕçленĕ. "Майра Кĕркунне", "Golden autum", "Золотая осень", "Осень В Контакте"... — еплерех чипер ятсем тупса панă!  Мĕн чухлĕ фантази!

     Жюри членĕсем чылай шухăшларĕç, çапла йышăну турĕç:

пуçламăш классенче вĕренекенсен хаçачĕсем хушшинче "Осень -2016" (4 класс) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, "Листопад" (2 класс) 2-мĕш вырăн, "Золотой лес" (3 класс) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç; вăтам класра вĕренекенсен хаçачĕсем хушшинче "Майра Кĕркунне" çĕнтерчĕ, 8 тата 5 классен хаçачĕсем— "Golden autum" тата "Золотая Осень" иккĕмĕш вырăна пайларĕç, 6 классен хаçатне виççĕмĕш вырăн тивĕçрĕ. Аслă классенче вĕренекенсен хаçачĕсем çапла йĕркеленчĕç: "Золотая Осень" (11класс) тата "Непогода" (9б класс) стена хаçачĕсем 1-2 вырăнта, "Осень В Контакте" (10 класс) тата "Осень" (9а класс)— 3-мĕшсем.

Кĕркунне пурне те саламлать,

Çул çине сар çулçă сапалать.

Ĕçченсене чунтан   тав тăвать!

Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунать!

  ФОТОАЛЬБОМ