Шкулта "Кĕркунне асамлăхĕ" конкурс иртрĕ

 

Кĕркунне хăйĕн асамлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет, савăнтарать, пирĕн кулленхи пурнăçа тĕрлĕ тĕссемпе капăрлать. Кĕрен те вăл, сарă-хăмăр та, çумăрлă та, йăлтăр кулăллă та.
Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче "Кĕркунне асамлăхĕ" конкурс иртрĕ. 2-7 классенче вĕренекенсем "Вăрăсенчен панно", ""Чечексенчен ошибана" темăсене уçса пама тăрăшрĕç. Çак тĕрлĕ сăнлă, тĕрлĕ кăмăллă Кĕркуннене ачасем мĕнле кураççĕ-ха?
Паллах, пур ĕçĕн те хакĕ пур: шухăшласа тупнă, тăрăшса ăсталанă, чун-чĕре ăшшине панă... Пурĕ 30 ытла творчествăлла ĕç пулчĕ куравра. 2 класра вĕренекенсем маттуртарах пулни куçкĕретех, мĕншĕн тесен Д.Мердина, М.Муллина, Д.Силюкова, Д.Егоров— тăваттăшĕ те çак класранах, ĕçĕсем те лайăх. 5 класри Е.Муллина, 6 класри Е.Мердина тата 7 класри А.Силюковапа 8 класри К.Егорова та Кĕркуннене хăйсене майлă кураççĕ те туяççĕ.
Асăннă çамрăк ăстасен ĕçĕсем районта иртекен конкурса хутшăнĕç, куракансене савăнтарĕç, тен, вырăнлă та пулĕç.


   ФОТОАЛЬБОМ