Сан умăнта пуçа таятпăр!

 

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕтĕм тĕнче Вĕрентекенсен кунне уявларĕ. Çак куна учительсем кăна мар, вĕренекенсем те, ÿссе çитнĕ çынсем те кĕтеççĕ. Çамрăк ăрăва пĕлÿ парас, Тăван çĕр-шыва юратакан çынсем çитĕнтерес ĕçе вĕрентекенсем  туса пыраççĕ-çке-ха. 
Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем çак куна ятарласах хатĕрленчĕç. Професси уявĕ ячĕпе шкулта концерт пулчĕ. Кашни класах хутшăнчĕ концерта. Сцена çинче  сăвăсем янăрарĕç, хаваслă юрăсем шăранчĕç. Ташлама, выляма та ăста çамрăк артистсем.
     Хисеплĕ çыннăмăр, вĕрентекен,
     Сан сăнарна чунра упратпăр! 
              Сан умăнта пуçа таятпăр!