Пирĕн салам сире валли, асатте-асанне, кукаçи-куками!

  

   

Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр илемлĕ. Кĕркунне вара хăй мăнтăрĕпе пуян. Уй-хирте, пахчасенче ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Тыр-пула, пахча çимĕçе пуçтарса тирпейленĕ хыççăн канма та юрать.

      Кĕрхи уявсенчен пĕри —Ваттисен кунĕ. Çак куна Сăкăт ялĕнче кашни çулах уявлаççĕ.

      Ялти культура çуртне, акă, асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем  пуçтарăнчĕç. Чи малтан хăнасем кунти библиотека залĕнче хатĕрленĕ ал ăстисен куравĕпе паллашрĕç. Ун хыççăн Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ  Л.В.Чернов уяв ячĕпе саламланă май, хальтерех туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. «Красное Знамя» кооператив ертÿçи  П.Н.Никифоров тав сăмахĕ каларĕ, тивĕçлĕ канăва кайнисен ячĕпе  ветеран учитель  Л.И.Елагина тухса калаçрĕ. Ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсемпе шкулта вĕренекенсем тата «Ман килес» ансамбль хатĕрленĕ концерт та аслисене питĕ килĕшрĕ.   

     Кайран тата çак уява асра тытмалăх пĕчĕк парнесем те пулчĕç, пурте пĕрле сăмавар тавра ларса чей те ĕçрĕç, пĕр-пĕринпе нумайччен шăкăл-шăкăл калаçрĕç.

    Уяв пурне те килĕшрĕ.

 

   ФОТОАЛЬБОМ