Волонтёрсем яланах хатĕр

 
 
Волонтёр — кам вăл? Çак интереслĕ ята мĕнле çынна параççĕ? Ăнлантарса пама ыйтсан, тен, кашниех хурав та параймĕ, мĕншĕн тесен ку сăмах пирĕн чĕлхене хальтерех кăна килсе кĕнĕ.
     Ырă ĕç тăвакансем, çынсене кирлĕ чухне пулăшу паракансем, ырă кăмăллă, йĕркеллĕ, маттур çамрăксем. Çак ырă енсене малалла та шутласа кайма пулать паллах. Волонтёрсем ку ĕçе чĕре хушнипе, чун ыйтнипе ырă кăмăлтан тăваççĕ. Кама, хăçан, ăçта пулăшу кирлĕ— çавăнта васкаççĕ.
     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче волонтёрсен команди 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче  йĕркеленнĕччĕ. «Сюрприз» ят панăччĕ ăна çак ушкăна çырăннă хĕрсемпе каччăсем. Малтанласа командăра çиччĕнччĕ.  Халĕ вара волонтёрсен йышĕ ÿссех пырать, «3Д» ятлă вăл: «Дари ДОБРО другим». Волонтёр иккенне çирĕплетекен кĕнекене  илме тивĕçлĕ пулнисем кунта вăтăрăн. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те хастар хĕрсемпе каччăсем. Ăçта пулăшу кирлĕ, çавăнта васкаççĕ, ÿркенсе тăмаççĕ. Акă, тин кăна «Наци кросĕ —2016» иртрĕ. Ачасем малтан акци ирттерчĕç, пурне те кроса хутшăнма, активлă пулма  йыхравларĕç, кайран хăйсем те старта тăчĕç. Паян валли те ĕç пур: Ваттисен кунĕ тĕлне салам хучĕсем хатĕрлесшĕн, пĕчĕк концерт йĕркелесшĕн.
—Ку ĕçе тăваятпăр-и?— тесе ыйтсан,  пурте пĕрле:
—Яланах хатĕр!—теççĕ.
     Волонтёрсен яланах хатĕр пулмалла паллах. Малашне те çапла пултăрччĕ.