Хăнара — тава тивĕçлĕ конструктор

Ĕç çынна илем кÿрет. Кирек мĕнле ĕçре те, паллах, юратса ĕçлесен, хисепе тивĕçме пулать. "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ конструкторĕ" ята илнĕ çын Сăкăт шкулĕнче хăнара пулчĕ.
Тăван ялта 7 çул вĕреннĕ хыççăн Сăкăт ачи Паймулов Валентин Иванович Патăрьелĕнче вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илнĕ. Мускаври автомеханика институтне те мал ĕмĕтлĕ пулнипех, чун туртнипех кайнă вăл. Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн Ярославль хулинчи моторсем тăвакан заводра конструктор пулса ĕçлеме тытăннă. Кунтах çемье çавăрнă, ача-пăчаллă, мăнуксемлĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулин те, паянчченех хăй ĕçне юратса , чунтан парăнса ĕçлекен конструктор стройра.
Хăй çинчен каласа пама ыйтсан, Валентин Иванович тÿрех Мухтав орденĕн тулли кавалерне — Порфирий Герасимович Карикова аса илчĕ.
— Манăн аннен— Зоя Герасимовна Карикован шăллĕ вăл. Мана çын пулма кукка нумай пулăшрĕ, нумай вĕрентрĕ. Яланах унран тĕслĕх илеттĕм, — тет хăна.
Куккăшĕ уншăн чăнахах та идеал вырăннех пулнă, ĕçе юратма та унранах вĕреннĕ тăрăшуллă çамрăк.
Сăкăт шкулĕнче П.Г. Карикова хисеплесе Хисеп хăми уçни, шкул музейĕнче ятарлă кĕтес йĕркелени Валентин Ивановича савăнтарчĕ. Чăн-чăн паттăрăн ятне шкулта манмаççĕ, уроксенче те, класс тата шкул тулашĕнчи занятисенче те час-часах ырăпа аса илеççĕ, ырă тĕслĕх вырăнне хураççĕ, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем те ирттереççĕ иккен.
— Порфирий Герасимовичăн мăшăрĕ Надежда Павловна Карикова та Сăкăт шкулĕн пурнăçĕпе питĕ интересленет. Хамăн çемьепе ун патĕнче Витебскра кашни çулах пулатпăр, тин кăна 85 çулхи юбилейне паллă турăмăр,— пĕлтерет Валентин Иванович. — Халĕ Сăкăт шкулĕнче пулни çинчен каласа парсан вăл чунтанах савăнать ĕнтĕ, — тет.
Ĕç ветеранĕ Сăкăт ачисене тăрăшса вĕренсе чăн-чăн çын пулма ăнăçу сунчĕ, шкул ятне яланах çÿлти шайра тытма чĕнсе каларĕ.