"Тимлĕ пул!"операци иртрĕ

 

Юлашки вăхăтра ачасем хутшăннипе пулакан çул-йĕр инкекĕсен хисепĕ ÿсни пурне те шухăшлаттарать. 

 

Сăкăт шкулĕнче вĕренекен волонтерсем час-часах тĕрлĕ уйăхлăхсемпе  акцисене хутшăнаççĕ, аслисене те, ачасене те пулăшаççĕ. Акă, авăн уйăхĕн 7-мĕш кунне волонтерсем  ырă та кирлĕ ĕçрен пуçларĕç: "Тимлĕ пул!"операцие хутшăнса çуран çÿрекенсем валли памяткăсем туса хатĕрлерĕç, вĕсене урама тухса çитĕннисене те, кĕçĕннисене те парнелерĕç. Çул çинче яланах тимлĕ пулмалли çинчен, правилăсене пăсмалла марри çинчен аса илтерчĕç, мĕншĕн тесен  хăрушă инкексен тĕп сăлтавĕсенчен пĕри — çуран тата велосипедпа пыракан çын çул-йĕр правилисене пăсни шутланать.

       ФОТОАЛЬБОМ