Терроризм çинчен калаçу

 

 Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ — терроризма хирĕç кĕрешекенсен кунĕ. Çак куна календарьсенче хĕрлĕ тĕспе паллă туни ахаль кăна мар.Юри шухăшласа кăларманнине Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем питĕ лайăх пĕлеççĕ.  Ю.Г.Падусева аслă вожатăй 5 класра вĕренекенсемпе тĕл пулса "Терроризм —мĕн вăл?" ятпа калаçу ирттерчĕ.
    Вожатăйпа ачасем 2004 çулхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕ Беслан хулинчи ачасемшĕн мĕн тери пысăк трагеди пулни çинчен калаçрĕç. Террористсем пур çĕршывшăн та, пур çыншăн та хăрушă.   Тĕнче шайĕнче çĕкленнĕ пысăк ыйту пурне те пырса тивет. Вĕсем мирлĕ халăха лăпкă та телейлĕ пурăнма памаççĕ. 
   Беслан шкулĕнче пулса иртнĕ трагеди пурне те шухăша ячĕ. "Пирĕн те питĕ тимлĕ, асăрхануллă пулмалла.Терроризма хирĕç пурин те пĕрле  кĕрешмелле,"— çапла пĕтĕмлетрĕç калаçăва пиллĕкмĕшсем.