Шкула васкаççĕ ачасем

 

Пурте-пурте пĕлĕрсем: 

Иртрĕç çуллахи  кунсем, 

Шкула васкаççĕ ачасем! 

    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕ хăйĕн алăкĕсене яриех уçса ячĕ—çамрăк тусĕсене савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕ! 

—Ачасем, çуллахи каникул кунĕсене канса пĕтертĕр-и? Çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама хатĕр-и?— çапла пулчĕç ыйтусем 

— Паллах, хатĕр! 

—Яланах хатĕр!— çапла пулчĕç хуравсем. 

    Пĕлÿ кунĕ Раççей гимнĕпе пуçланчĕ. Ачасемпе пĕрле вĕрентекенсем те, уява килнĕ хăнасем те çĕкленÿллĕ кăмăлпа юрларĕç ăна. Шкул директорĕ А.В.Падусев пурне те çĕнĕ 2016-2017 вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, иртнĕ çул вĕренÿре маттур пулнă ачасене Мухтав хучĕсем парса чысларĕ. Уява килнĕ хăнасем —Патăрьел район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Н.Б.Андреева, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.В.Чернов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Н.Никифоров саламланине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç вĕренекенсем. Чăнах та, çуллахи каникул кунĕсенче ачасем атте-аннепе пĕрле пулнă, чылайăшĕ тăван хире тухса аслисене пулăшма та вăхăт тупнă. «Красное знамя» кооперативлă хуçалăх ертÿçи П.Н.Никифоров ачасене тав туса пĕчĕк парнесем те пачĕ. 

   Çěнě вěренỷ çулě пуçланнине пĕлтерсе пěрремěш шǎнкǎрав паракансем пěрремěш класа килнě ачасем пулчĕç, 11класри хĕрсемпе каччăсем вĕсене пĕчĕк парнесемпе чысларĕç, тǎван шкулǎн ырǎ йǎлине малалла тăсса парта хушшине ăсатса ячĕç. Пурте пĕр-пĕрне саламларĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çирĕп сывлăх, ăнăçу, çитĕнÿсем сунчĕç. Парнесемпе чечексем çак уява илем кÿчĕç. 

    Шăнкăравпа пĕрле «Мана килĕшекен професси» пĕрремĕш урок пуçланчĕ. 

     

     ФОТОАЛЬБОМ