Лагерьте- чечексен конкурсĕ

    Патăрьел районĕнчи Сакăт шкулĕ çумĕнчи лагерьте конкурс иртрĕ. Ачасем ирхи апат хыççăн пурте пĕрле пуçтарăнса тăван тавралăха сăнас-тĕпчес тĕллевпе экскурсире пулчĕç. Шихирданка, Марака шывĕсем хĕррипе ÿсекен тĕрлĕ ÿсен-тăрана тупса, чăвашла-вырăсла ятне шырарĕç. Вожатăйсем пулăшнипе ку е вăл курăк пирĕн кулленхи пурнăçра мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине те пĕлме тăрăшрĕç. Паллах, çакна тума кĕçĕн çулхи ачасене аслисем те — воспитательсем пулăшрĕç. 
   Пĕлмелли-тĕпчемелли, ас туса юлмалли нумай пулчĕ ачасен. Экскурси хыççăн лагере таврăнсан конкурс та иртрĕ. Хăйсем пухнă хирти-çаранти çум курăксенчен чечек çыххисем ăсталарĕç отрядсем. . Чи-чи капăр букет "Волшебный" ятлă «Динамит» отрядăн пулчĕ.