Юхма Мишши т ăван шкулĕнче хăнара пулчĕ

— Эсир ăçтисем?

— Патăрьелсем.

— Хăш ялтан?

— Сăкăтран.

— Э-э, пĕлетпĕр, Юхма Мишши ялĕнчен.

Çакăн пек калаçăва тĕп хуламăра кайсан, халăх йышлă пуçтарăнакан уявра е пухура час-часах илтме пулать.

     Çапла, Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Николаевич Ильин -Юхма Мишши —  пĕтĕм тĕнче пĕлекен чăваш халăх çыравçи, 300 яхăн кĕнеке авторĕ, паллă историк-тĕпчевçĕ, Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Пĕтĕм тĕнчери премийĕпе Ылтăн медальне илме тивĕçлĕ пулнă тата нумай-нумай орден-медальсен кавалерĕ. Паян та вăл ĕçре: ЧОКЦ ертÿçи,Чăваш Республики писательсен Союзĕн ертÿçи, Чăваш Республикин наукăпа культура тата литература Академийĕн ертÿçи, Пăлхар-Чăваш турханлăхĕн элтеперĕ,

     Ака уйăхĕн варринче 80 çулхи юбилейĕ тĕлне хисеплĕ те сумлă ентешĕмĕрĕн ĕçне-хĕлне, пултарулăхне хакласа Сăкăт шкулĕнче районти тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсен ăслăлăхпа практика конференцийĕ те иртрĕ. Михаил Николаевич  ун чухне кĕреке илемĕ пулчĕ.

     Çак кунсенче вара Михаил Николаевич ятарласа тепĕр хут килсе кайрĕ. Тăван Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе туслă тĕл пулу иртрĕ. Шкул ачисем аслă ентешĕмĕре тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, унăн хайлавĕсенчи геройсемпе те, хăйĕн кун-çулĕпе те кăсăкланчĕç. Ачасен кашни ыйтăвĕ çинех тулли хурав тупăнчĕ Мишша пиччен. Тĕл пулу ытларах кĕçĕннисене савăнтарчĕ.Чăн-чăн писательпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма пурне те тÿр килмест-çке

     Тăван халăхăн аваллăхне, иртнĕ кун-çулне тĕпчесе паянхи чăваш патне çитерес ĕçри тÿпи питĕ пысăк М.Н.Юхман. Çакна унăн ĕçĕсем, кĕнекисем те çирĕплетеççĕ. Нумай пĕлекен хаклă хăнаран ыйтмалли вĕрентекенсен те чылай тупăнчĕ. Ыйтăвĕсем ытларах тăван ялăн, тăван енĕн историйĕнче  паллă йĕр хăварнă çынсем çинчен пулчĕç.

     Тĕл пулура районта тухса тăракан «Авангард» хаçатăн редакторĕ Н.В.Мазякова та пулчĕ. Юхма Мишши Сăкăт ялĕн чапĕпе мухтавĕ пулни, хамăр ялтан тухса тĕнче шайне çити çĕкленме пултарнă çыравçăпа  хăй çав тери мăнаçланни çинчен каларĕ вăл.

    Михаил Николаевич хăнана пуша алăпа килмен. Тăван шкулне писатель 200 ытла кĕнеке парнелерĕ. Ан тив, библиотекăра упранччăр вĕсем, вулакана кăсăклантарччăр, тавра курăма аталантарма пулăшчăр. Писатель шкулта çамрăк ăрăва çĕршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вĕрентес ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн, Юхма Мишшин 80 çулхи юбилейне халалланă конференцие активлă хутшăннăшăн вĕрентекенсене Чăваш Республикин писательсен союзĕн хисеп хучĕсемпе тав хучĕсене парса чысларĕ.

    Юхма Мишшипе пĕрле хăнара пĕртăван тетĕшĕ, Сăкăт шкулĕн Хисеплĕ директорĕ Иван Николаевич Ильин та пулчĕ. Нумай çул хушши шкул директорĕ пулса вăй хунă вăл кунта, миçе çĕр çамрăка пурнăç çулĕ çине кăларнă. Унăн  кăкăрĕ çине медаль çакса ярсан зал тăвăллăн ала çупрĕ. Ăна чăваш халăхĕн иртнĕ кун-çулне, Патăрьел районĕнчи шкулсен историне тĕпчес ĕçри тата ытти çитĕнĕвĕсемшĕн  Пĕтĕм тĕнчери М.Н.Юхма ячĕллĕ премине памалла тунă.

     Çак телейлĕ самантсене асра хăвармалăх юратнă писательпе юнашар ларсах сăн  ÿкерттерчĕç шкул ачисем.

— Паян мĕнле тĕллевпе пурăнатăр?—ыйтрĕ 6 класра вĕренекен арçын ача аслă çыравçăран.

— Сире валли, юратнă ачамсем, питĕ интереслĕ çĕнĕ кĕнеке çыратăп, — пулчĕ хуравĕ.

     Вулаканăн чун-чĕринче ырă çимĕç ÿстерме пулăшакан çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем калăплама хавхалану тата вăй-хал сунар ентешĕмĕре, сывлăх сунар.