Çĕнтерÿ кунĕн уявĕ

 

    Ҫĕнтерӳ кунĕн уявне Раҫҫей халăхĕ кашни ҫулах пысăка хурса уявлать. Тăван ҫĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн ҫапăҫнă салтаксене, тыл ветеранĕсене пуҫ таятпăр. Кăҫал фашизма ҫĕнтерни 71 ҫул ҫитрĕ. Ҫултан ҫул Ҫĕнтерӳ кунĕн пĕлтерĕшĕ ӳссех пырать. Пирĕн халăх ҫак уявăн пĕлтерĕшне пысăка хурать.
   Майăн 8-мĕшĕнче Сăкăт ял халăхĕ, учительсемпе шкул ачисем Ҫĕнтерӳ кунне чыслама пухăнчĕҫ. Шел пулин те, Тăван ҫĕршывăн аслă вăрҫи ветеранĕсен йышĕ кашни ҫулах пĕчĕкленсе пырать. Сăкăт   ялĕнче вăрҫă ветеранĕ пĕрре ҫеҫ юлнă, вăл Евграфов Алексей Иванович. Вăл та паян ял халăхĕпе пĕрле ҫак ҫутă куна уявлать.
Уява Сăкăт ял поселенийĕн пуҫлăхĕ Чернов Леонид Валерьевич уҫрĕ. Салам сăмахĕсене калама Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентӳ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн пуҫлăхĕ Н. Б. Андреева   ҫитнĕ. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлама СХПК «Красное знамя» ялхуçалăх пуçлăхĕ, Чăваш республикин Госсовет депутачĕ П.Н. Никифоров, Сăкăт шкулĕн выпускникĕ Гусаров Вячеслав Петрович полковник, шкул директорĕ А.В.Падусев сăмах илчĕç. Шкул ачисем кăҫăлхи уяв парадне Раççей гимнĕпе пуçларĕç. 10, 11 класра вĕренекенсем сăвăсем вуларĕҫ. Шкул ачисен парадне физкультура учителĕ Н.И.Тинюков ертсе пычĕ. Парад валли кашни класăн хăйĕн форми пур. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем «Вилĕмсĕр полка» хутшăнчĕç.
Шкул ҫулне ҫитмен ачасем те айăккинче тăрса юлман. Шкул ачисемпе пĕрле вĕсем те Ҫĕнтерӳ кунĕ валли сăвăсем те, юрăсем та вĕреннĕ.   
Уяв вĕҫĕнче Культура керменĕ умĕнчи палăк умне чечексем хучĕҫ. Асăнмалăх фото ӳкерĕнчĕҫ.

 

   ФОТОАЛЬБОМ