Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ

  

           Чăваш Республикин вĕрентÿ Министерствин сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 18-25 кунĕсенче пирĕн шкулсенче чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче те тивĕçлĕ шайра иртрĕ вăл. Çак эрнене Сăкăтра çуралса ÿснĕ, тĕнче пĕлекен ентешĕмĕре, чăваш халăх писательне, чăваш академикне, чăваш халăх кун-çулĕн тĕпчевçине Михаил Николаевич Ильина— Юхма Мишши 80 çул тултарнине халалларăмăр. Чи малтанах Сăкăт шкулĕн вĕрентекенĕсем çине тăнипе Юхма Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне çутатакан « Ман çутă çутаттăр тĕнчене…» вĕр çĕнĕ стенд кун çути курчĕ.

       Тăван чĕлхепе литература урокĕсенче ачасем аслă ентешĕмĕрĕн хайлавĕсемпе савăнсах паллашрĕç. Ача-пăча валли çырнă хайлавĕсем нумай пулин те, пуринчен ытла «Шурçамка», «Элпи чечекĕсем», «Пÿрнескепе унан тусĕсем» произведенисене ытларах килĕштерчĕç вĕренекенсем. «Шурçамкан» геройĕсем Сăкăтра пурăнакан çынсемех пулни вĕсене пушшех тĕлĕнтерчĕ.

       Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли те интересли самаях тупăнчĕ. Пĕрремĕшсем, тĕслĕхрен, (В.Н.Ильина класс ертÿçи пулăшнипе) М.Юхман халăх сăмахлăхне тĕпе хурса çырнă «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç» юмахне сцена çинче маттур выляса пама пултарчĕç.

       Юхма Мишши ячĕллĕ ялти пуканесен театрне çÿрекен хĕр ачасемпе арçын ачасем те (В.Ф.Кузнецова ертсе пыракан çак театра ытларах 6 класра вĕренекенсем çÿреççĕ), паллă çыравçă хăнана килессе пĕлсен çине тăрсах унăн пьесисене сцена çинче выляма хатĕрленчĕç.

       Юхма хайлавĕсем тăрăх йĕркеленĕ ÿкерчĕксен куравĕ те аванах пулса тухрĕ. Кунта 3, 4, 5, 6 классенчи çамрăк ÿнерçĕсен пултарулăхĕ палăрчĕ. Вера Тинюкова (6 класс) писателĕн портретне хут çинче калăплама хăю çитерчĕ. Виççĕмĕш класри Вика Кузнецован «Акăш кÿлли» ĕçĕ те чиперех пулчĕ, унăн ÿкерчĕкне Шупашкарта тухса тăракан «Асамат –шевле» ача-пăча журналне ярса та панă ĕнтĕ, пичетленсе тухасса çеç кĕтмелле.

       Н.К.Кудряшовапа Е.В.Анюрова вĕрентекенсем ертсе пынипе 6, 7, 8б, 9, 10 классенче вĕренекенсем юбиляра саламласа « Сăкăт мăнаçлăхĕ — Юхма Мишши», «Юхма Мишши — ача-пăча çыравçи», «Юхма Мишши пурăнма вĕрентет», «Юхма юрату çинчен», «Мишша тетен юбилей» бюллетеньсемпе стена хаçачĕсем кăларчĕç. 6-7 классенчи сăвăçсем юратнă писателе саламлама литература монтажĕ те хатĕрлерĕç.

       Ака уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче вара Патăрьел районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем Сăкăт шкулĕн пысăк залĕнче пуçтарăнчĕç. Район шайĕнче малтанах палăртса хунă «Юхма Мишши — чăваш халăх кун-çулĕн çыравçи» ятлă ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Юхма Мишши хăй те Роза Шевлепи мăшăрĕпе (писательница ытларах ачасем валли çырать) тата çывăх юлташĕсемпе, çывăх тăванĕпе— Иван Николаевич Ильинпа пĕрле (пĕр тăван тетĕшĕ нумай çул хушши Сăкăт шкулĕн директорĕ пулса ертсе пынă) кунта хăнара пулчĕ. Вĕрентекенсем тĕрлĕ темăсемпе тухса калаçрĕç, хисеплĕ хăнасем те конференци ĕçне хутшăнчĕç, ăна пысăк хак пачĕç.

       Тĕнче шайне çити çĕкленнĕ Сăкăт ачи — Юхма Мишши хăй çак конференцие хутшăнни тăван чĕлхе вĕрентекенсемшĕн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Пирĕн несĕлсен кун-çулĕ, чăвашăн асаплă та тертлĕ, çав вăхăтрах мухтавлă шăпи Юхма Мишшин 300 яхăн кĕнекинче шăрçаланнă. Çыравçăн тĕнче историйĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем чăваша кăна мар, нимĕç, акăлчан, француз тата чылай халăха питĕ интереслентереççĕ иккен. Тĕлĕнмелле: хăш вăхăтра, мĕнле майпа, ăçтан килекен хăватпа çавăн чухлĕ ĕç тума— çырма пултарнă писатель?! «Малашне те çапла тухăçлă ĕçлеме вăй патăр, сывлăх пултăр Юхма Мишшине!»—терĕç юбилей ячĕпе саламласа ял тăрăхĕн ертÿçи Л.В.Чернов, Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В.Падусев, вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Е.С.Перепелкина.

 

Юбилей Мишша пиччен.

Вăл мĕнле иккен ĕçчен!

Ик çĕр-виç çĕр кĕнеке—

Вырнаçмаççĕ çÿлĕке.

Пичче çырать мĕн çинчен?

Сан çинчен те ман çинчен,

Пирĕн несĕлсем çинчен…

Тĕплĕн никам тĕпчемен.

 

     Чăваш чĕлхи эрнине тăсса уроксенче И.Я.Яковлевпа унăн вĕренекенĕсем тата вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçрăмăр, çĕннине те нумай пĕлчĕç ачасем. Константин Ивановпа Габдулла Тукай (тутар поэчĕн шăпах 130 сулхи юбилейĕ) поэтсен ĕçне-хĕлне те танлаштаруллă тишкерÿ турăмăр.

Юлашкинчен Пĕтĕм чăваш диктантне çыртăмăр. Ăна çырма кăмăл тăвакансен шучĕ 65 çитрĕ. «5» тата «4» паллă илекенсен шучĕ ытларах пулни, паллах, савăнтарчĕ.

Кам тăван чĕлхене юратмасть,

Вăл тăван амăшне юратмасть.

Кам тăван амăшне юратмасть,

Вăл тăван халăхне юратмасть.

Кам тăван халăхне юратмасть,

Вăл Тăван çĕр-шывне юратмасть.

Ку йĕркесем Петĕр Эйзинăн.Тĕп-тĕрĕс калать-çке поэтăмăр:

хисеплер, упрар тăван чĕлхемĕре! Хамăра, хамăр халăха, хамăр çĕр-шыва юратар! Пирĕн тăван чĕлхе пирки «ыран çухалас чĕлхе» тесе калама никам та ан хăйтăр.