Хамăр ентешĕн хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксен куравĕ

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрни кăçал унчченхинчен урăхрах иртрĕ. Эрнене сăкăтсем хăйсен ентешĕ, паллă çыравçă, чăваш академикĕ Юхма Мишши 80 çул тултарнине халалларĕç. Çавна май Юхма хайлавĕсемпе паллашрĕç, кĕçĕн классенче вĕренекенсем тата 5-6 классем хайлавсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç. Коридорта вара "Юхмана юратса вулатпăр" темăпа ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕç. Пуринчен те ытларах 3 класра вĕренекен  Кузнецова Викăн "Акăш кÿлли" тата Тинюкова Верăн (6 класс) "Юхма портречĕ" ĕçсем килĕшрĕç. Викăн ÿкерчĕкĕ часах республикăра тухса тăракан "Асамат*шевле" журналта та вырăн тупĕ.