«Янра, чăваш сăмахĕ!» - çакăн пек ятпа пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Поэзие юратакансем Патăрьелĕнчи 2-мĕш номерлĕ вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Юрий Сементер, Михаил Юхма, Раиса Сарпи юбилярсен сăввисем янăрарĕç шкулта. Тăван литературăна юратакансемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те чăн-чăн уяв пулчĕ. Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те хаваспах хутшăнчĕç ку конкурса. 10 класра вĕренекен Елагина Виктория (вĕрентекенĕ Е.В.Анюрова), 6 класра вĕренекен Кузнецова Анастасия (вĕрентекенĕ Н.К.Кудряшова) хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе пурне те савантарчĕç. Раиса Сарпин «Эп вăрçăра пулман» сăввине илемлĕ каласа Вика çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ, Настя вара (М.Юхман «Килсемĕр, тусăмсем, чăвашлăх тĕнчине…» сăввине суйласа илнĕччĕ) II вырăна çĕнсе илчĕ. Хĕрсем конкурсран тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Маттур эсир ,Вика, Настя! Малашне те ăнăçу сунатпăр сире!