Калаçу усăллă иртрĕ

 Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Сăкăт шкулĕн 6 класĕнче «Сывлăх – чи хаклă пуянлăх» ятпа калаçу иртрĕ. И.Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» калавĕнчи Витя Кулешовăн чун çирĕплĕхĕ, чире парăнманлăхĕ питĕ килĕшрĕ ачасене. Витя пек чире парăнман ачасем пирĕн хушшăмăрта та пур. Чир вăл никама та тиркемест, ăна никам та ыйтса илмест. Инкекĕ кирек кампа   та пулма пултарать. Чирлес мар тесен, сывлăха питĕ упрамалла. Йывăр чухне пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни, пулăшма васкани питĕ кирлĕ пурнăçра. Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç ачасем. Калаçу усăллă иртрĕ.