Çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçларăмăр

 

Капăр тумлă кĕркунне
Килсе çитрĕ шкул умне.
Атьăр, пуçлар, ачасем,
Çĕнĕ вĕренÿ çулне!
 
     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕ 2013-2014 вĕренÿ çулне  хаваслă та çĕкленÿллĕ кăмăлпа пуçларĕ. Пĕлÿ кунне ачасемпе пĕрле уявлама Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствинчен килнĕ  министр çумĕ С.В.Кудряшов , Патăрьел район администрацийĕн ертÿçи Н.И.Глухов, Чăваш патшалăх канашĕн депутачĕ П.Н.Никифоров,  вĕрентекенсен профсоюзĕн районти организацийĕн ертÿçи А.Н.Пирогов та кăмăл турĕç.Сăвă-юрă, салам сăмахĕсем янăрарĕç уявра. Шап-шурă саппун çакнă хĕр ачасемпе чăлт шурă кĕпеллĕ арçын ачасем çинчен кунта килнĕ хăнасен те, ашшĕ-амашĕн те куç илмесĕр пăхас килет. Çак кун пĕрремĕш класа пĕлÿ пухма килекен ачасемпе шкулта юлашки çул вĕренекен хĕрсемпе каччăсемшĕн уйрăмах асра юлĕ.
     Шăнкăрав сасси çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçласа урока йыхăрать:
                                       
— Партă хушшине ларар!
 Тăрăшса пĕлÿ пухар!