Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Сăкăт шкулĕ Пĕлÿ кунне хатĕрленет. Часах, акă, 16 ача — 6 арçын ачапа 10 хĕр ача пĕрремĕш хут партă хушшине ларĕç. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕсем тахçанах çак пысăк уява хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ: кĕнеке-тетрадь, кăранташ-ручка вĕр çĕнĕ сумкара,такăнмасăр сăвă калама та вĕренеççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне çак шăпăрлансем пек чăтăмсăррăн никам та кĕтмест пулĕ.