Шкул чипер те капăр, ачасене йышăнма хапăл!

 

  Çурла уйăхĕ катăлма пÿçласан вĕрентекенсем шкулалла утма пуçлаççĕ: çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шкула хатĕрлесе, тирпей-илем кĕртсе, йĕрке туса çитермелле-çке. Акă, паян та, Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн коллективĕ шкул таврашне тепĕр хут тасатса -тирпейлесе тухрĕ. Классем кăна мар, шкул йĕри-таврашĕ те чуна савăнтартăр. Ял варринчи  виçĕ хутлă çĕнĕ çурт ачасемшĕн иккĕмĕш кил пекех-çке. Ачан чунĕ шкулалла туртăнтăр, вĕренес килсех тăтăр.
     — Шкул чипер те капăр, ачасене йышăнма хапăл!— теççĕ аслисем.