"Тăпрам çине тумлатăр тăрă шыв..."кĕнекене шкула парнелерĕç

   

                                                                   "Тăпрам çине тумлатăр тăрă шыв,
Çеçке пулса çут тĕнчене илем кÿрем..."—
çакăн пек ятпа та эпиграфпа чăвашла кĕнеке кун çути курнине, тен, пурте пĕлмеççĕ те пулĕ. Ку вĕренÿ пособийĕнче чăваш фольклорĕпе илемлĕ литературăри эпитафи (юпа) сăвви-юррисем пичетленнĕ (Пуриншĕн те ăнланмалларах — пытарупа асăну кĕлли-юрри). Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ, ялти шкултах вĕренсе те кайран ĕçлесе ăслăлăх тĕнчине пуçламăш утăмсем тунă Метин Петр Николаевич филологи ăслалăхĕсен докторĕ, профессор пиртен уйрăлса кайиччен пухса хатĕрленĕ, анчах пичетлесе ĕлкĕреймен кĕнеке вăл. Çак пысăк ĕçе вĕçне çитерекенĕсем — В.П.Никитин-Станьялпа А.Н. Николаева филологи наукисен кандидачĕсем тата В.Г. Родионов филологи ăслалăхĕсен докторĕ, профессор.
"Кĕнекене автор хăй пурăннă чухне калапласа ĕлкереймерĕмĕр... Ан тив, хаклă çыннăмăр, ĕçтешĕмĕр, вĕрентекенĕмĕр, тусăмăр хăй хатĕрлесе хунă кĕнеке — эпитафисем çинчен чăвашла çырнă пĕрремĕш кĕнеке — хăйшĕн хăй лартнă çутă палăк вырăнне пултăр" — кĕнекен ум сăмахĕнчен илнĕ йĕркесем.
Çак кунсенче асăннă кĕнеке Сăкăт ялне те çитрĕ.  В.П. Никитин-Станьялпа Н.Н.Осипов вĕрентекенсем ертсе пынипе пысăк экспедици-çул çÿреве тухнă Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пĕрремĕш курсĕн студенчĕсем çула май П.Н.Метинăн тăван ялне кĕрсе вил тăпри çине чарăнса илме шут тунă иккен. Сăкăт шкулĕнче те пулчĕç хисеплĕ хăнасем, хаклă кĕнекене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене, тăванĕсене  парнелесе хăварчĕç. Петр Николаевича асăнса пылпа икерчĕ те çирĕмĕр. Тăрă шывне вара...  Тăрă шывне вара вил тăпри çине çут çанталăк ( юри кĕтсе тăнă пекех!)  тумлампа кăна мар, чĕреслетсех тăкрĕ. Виталий Петрович Станьял калашле, пĕр тумлам кăна мар, пинĕ-пинĕпе тăр шыв тумларĕ  вил тăпри çине.
Халăх калашле, йывăр тăпри çăмăл пултăр! Петр Николаевич Метинăн ырă ĕçĕсем манăçмаççĕ, çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче.