Сăкăт шкулĕ 48 кăларăмпа сывпуллашрĕ

 

    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕ тин кăна хăйĕн черетлĕ 48-мĕш кăларăмĕпе сывпуллашрĕ. 9 каччăпа 7 хĕр 11 çул  партă хушшинче ăс пухнă хыççăн паянтан хăйсем тĕллĕн пурăнма пултарнине çирĕплетекен документа —  аттестата алла илчĕç.

Юлашки шăнкăрав шăнкăртатни те тин çеçчĕ. Миçе хут ала витĕр тухрĕç пĕр уйăх хушшинче çамрăксем, тĕрле предметсемпе балсем пухрĕç. Ку та хыçа юлчĕ. Малта вара аслă вĕренÿ заведенийĕсем, техникумсемпе училищĕсем кĕтеççĕ пирĕн яш-кĕрĕме. 

Шкулта вара паян сывпуллашу каçĕ, уйрăлу каçĕ. Тин кăна хăйсем пысăкăш портфельпе  чечек çыххи йăтса ашшĕ-амăш аллинчен тытăнса шкула утакан пĕчĕк арçын ачасемпе хĕр ачасем, акă, халĕ шкул сукмакĕпе сывпуллашса Аслă çула тухаççĕ. Савăнăçлă та вĕсем, тунсăх та палăрать сăн-питре. Тус-юлташпа, вĕрентекенсемпе, класпа, шкулпа уйрăлмалла-çке.  Çулĕ тата камăн мĕнлерех пулĕ-ши вăл? Телейлĕ пултăрах! Вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те ăнăçу, такăр çул сунаççĕ çамрăксене!