Çум курăкран — чечек çыххи

 

Ăмăртас тесен-и— темпе те ăмăртма пултараççĕ Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче "Хĕвелпи " лагерьте канакан пĕрремĕшсемпе иккĕмĕшсем. Вожатăйсемпе тата воспитательсемпе пĕрле çум курăксенчен букет тума шухăшларĕç хальхинче. Мала тухас тесе питĕ тăрăшрĕç. Çумран та илемлĕ япала ăсталама пулать иккен. Пухнă чечек çыххисене савăтсем çине майлаштарса вырнаçтарчĕç те— хăйсем те тĕлĕнчĕç: епле илемлĕ иккен пирĕн таврара ÿсекен çум курăксем те!        Чечек çыххисем иккĕшĕ те пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç çав вара.