Хаваслă пулчĕ çул çÿрев

 

   Патăрьел районĕнчи  Сăкăт шкулĕнчи "Хĕвелпи" лагерьте сывлăха çирĕплетекен ачасем хаваслă çул çÿревре пулчĕç. Миçе чарăнура пулса курчĕç, пуринче те мĕнле те пулсан тĕлĕнтермĕш ĕç сиксе тухать. Хутран тунă хулара пĕчĕк маçтăрсем хут сувенирсем ăсталарĕç, Спортландире мечĕкпе ăмăрту ирттерчĕç. Шăши-кушак станцийĕнче вĕсене хаваслă вăйă кĕтсе тăнă иккен. Шкулăн пысăк залĕнче юмахçăсем черетпе халап çапрĕç. Шашкăсен хулинче тата хăйсен воспитателĕсемпе тупăшса пуç ватмалла пулса тухрĕ ачасен... Чăнласах хаваслă пулчĕ çул çÿрев.