Тĕрĕллĕ асфальт

 

   Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и — Сăкăт шкул картишĕнчи асфальт чăннипех те тĕрĕллĕ . Тĕрелекеннисем вара — "Хĕвелпи" лагере çÿрекенсем. Хĕр ачасемпе арçын ачасем çумăр çуса сапса-тасатса кайнă асфальта тăрăшсах тĕрлĕ тĕрĕпе чиперлетрĕç, чăпарлатрĕç. Камăн кăмăлĕ мĕнлерех пулнине пĕлес тесен куç хÿрипе кăшт пăхса илсен те тавçăрса илетĕн. Хĕвелĕ те кулса пăхать, çырли те пиçет, чечекĕ те пуçне тайса ларать... Кунтах машини вĕçтерсе пырать, çыннисем те таçта васкаççĕ...  Асфальт çинче пурнăç вĕрет, пĕчĕк çын тĕнчинчи пурнăç.