Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем çуллахи каникул вăхăтĕнче те шкулаллах утаççĕ. Мĕн ĕç пур шкулта? И-и-и! Ĕçĕ — мăй таран! Шкул пахчинче кирек кам валли те ĕç тупăнать.
Улттăмăш класс волонтёрĕсем хăйсемпе пĕрле паян витресемпе лейкăсем илсе килчĕç, авă. Шкул умĕнчех кÿлĕ те пур. Акнă-лартнă пахча çимĕçĕсене шăварас пулать. Çумăрсăр шăрăх çанталăкра волонтёрсен пулăшăвĕ кирлех çав шкул пахчинче.Ÿркенсе тăмаççĕ ачасем, пахча çимĕçĕсене кăна мар, шкул умĕнчи чечексене те ир те , каç та шăварсах тăраççĕ.