Бассейна çÿретпĕр, сывлăха çирĕплететпĕр

 

     "Патăрьел районĕн Сăкăт шкулĕнчи "Хĕвелпи"лагере çÿрекенсем физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕç. Кунта ачасене туртаканни-илĕртекенни— бассейн. Чăмпăл-чăмпăл, шăмпăр-шăмпăр! Чăн-чăн кăвакал чĕпписем тейĕн кĕçĕн çулхи ачасене!  Сехет хушшинче мĕн чухлĕ савăнăç! Ывăнма мар, пачах урăхла, — вăй пухса тухрĕç ачасем шывран! Çĕкленÿллĕ кăмăлпа, хавас таврăнчĕç пурте каялла лагере!