Ал ăстисен ĕçĕсем выставкăра пулчĕç

 

    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем хушшинче алă ăстисем те чылай. Сăмахран, акă, 5-7 классенче вĕренекен хĕр ачасем вĕтĕ шăрçасемпе, илемлĕ хăюсемпе тĕрлеме юратаççĕ. Чипер пуканесем те вĕсен аллисем ăсталанă теттесемех. Кунсăр пуçне тата кăçалхи вĕренÿ çулĕнче тĕрлĕ материалтан сувенир-теттесем ăсталама та вĕренчĕç. Г.И.Муллина вожатăй ертсе-вĕрентсе пырать ăста алăллă хĕр ачасене. Чи лайăх ĕçсене районта иртнĕ ака туйĕнчи выставкăна та илсе тухрĕç сăкăтсем. Ан тив, пурте курччăр, савăнччăр, хаклаччăр, вĕренччĕр. Куракансем вара Вика Елагина (7 класс) ĕçĕсене питех те кăмăлларĕç.