Пионербол - кĕçĕннисен юратнă вăййи

 

     Сăкăт шкулĕнчи"Хĕвелпи" лагерьте канакан ачасем пионербол вăййине пит килĕштереççĕ. Волейболпа футбол аслăраххисемшĕн  пулсан, пионербол вара пĕчĕкреххисемшĕн  "шăл çемми". Пушă вăхăт тупăнсанах тин кăна пĕрремĕш класран иккĕмĕш класа куçнă шăпăрлансем А.В.Анюрова воспитательпе пĕрле спортзала васкаççĕ. Унта вара çутă, таса, ирĕк. Спортзал ян-ян ача сассипе тулсах ларать. Мечĕкĕ те хаваслăхпа хавхаланса енчен енне вĕçет те вĕçет, ывăтанать те ывăтăнать. Алевтина Владимировна ачасене спортпа туслаштарас тесе тăрăшни харам мар. Стадиона йăпăрт кайса килеççĕ вĕсем, футбол вăййине те хăнăхаççĕ. Ку класра маттур спортсменсем ÿссе çитĕнессе  шанас килет.