Сăкăт шкулĕ: Ака туйĕнче пултăмăр, хамăр вăя виçрĕмĕр


   

Эх, Ака туй, Ака туй!
Çÿлте хĕвел тĕр тĕрлет.
Ака туйĕ кĕр кĕрлет.
Ака туйне каяр-и,.
Çынпа пĕрле савнар-и?!
 
     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн спортсменĕсем кăçалхи ака туйне те чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Ара, кĕтмесĕр! Мĕн чухлĕ савăнăç, мĕн чухлĕ курмалли-пĕлмелли, тĕл пулса калаçмалли! Пĕтĕм халăх кунта туртăнать те, çак пысăк уяв кун епле килте чăтса ларăн! Ăмăртусем тата: ут яни, кĕрешекенсем, пукан йăтакансем, ал вăй виçекенсем, чупакансем... Сăкăт ачисем нихăш çул та Ака туй парнисĕр  киле таврăнман-тăр. Кăçал та , акă, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем Чиркин А.(7 класс, 45 кг виçепе ) 1-мĕш вырăн, Бакашин Сергей (69 кг виçепе) 1- мĕш вырăн, Шапкин Н. ((40 кг виçепе) 2- мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Кире пуканĕ йăтса тата Кушников С.(70 кг таран виçепе) 2 вырăн, Милов М.(70 кг таран виçепе) 2 вырăн, Бакашин С.(70 кг ытларах виçепе) 1 вырăн йышăнчĕç. Спортсменсен ăмăртăвне курса-пăхса тăма та мĕне тăрать! Чăнахах та, мухтанмалăх пур çав В.В.Анюровпа  А.В.Алексеев  тренерсен. Пысăк эстафетăра чупакансем те (командăра — Хмелёва М., Анюров Е., Чиркина Н., Анюров А., Лукьянова Л., Милов М., Хитрова Э., Кушников С., Бабаева М., Кариков М.) финиша çиччĕмĕш килсе çитрĕç. Таймукова Карина шăрантарнă юрра  та концерт куракансем тăваллăн алă çупса йышăнчĕç ака туйĕнче.